Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Алентей Василий Степанович

Алентей Василий Степанович (чӑн хушамачӗ Алендеев), — прозаик. 1919 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16 Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Вӑрмар районӗ) Кӗтеснер ялӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15 Шупашкарта вилнӗ.

1958 ҫултанпа СССРӑн ҪП членӗ шутланать. 1983 ҫулта Чӑваш АССРӑн халӑх ҫыравҫи ятне тивӗҫлӗ пулнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин пӗрремӗшпе иккӗмӗш степеньлӗ орденӗсене тивӗҫлӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Горький хулинчи Аслӑ парти шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Литературӑри ӗҫсемшӗн Халӑхсен туслӑхӗн орденне тивӗҫлӗ пулнӑ.

Вӗрентекен, район хаҫӑчӗн, Чӑваш кӗнеке издательствин тата «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ пулса ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Унӑн пичӗтленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Пирӗн кил» (1953);
  • «Тӑван хирсем» (1955);
  • «Тепре куриччен» (1957);
  • «Ушкӑн-ушкӑн пӗлӗт иртет» (1961);
  • «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт» (1964, 2006);
  • «Юратрӑм эп, хирсем, сире» (1966);
  • «Курӑксене тайса ҫил вӗрет» (1969);
  • тата ыттисем.

Вырӑсла тухнӑ кӗнекесем:

  • «Цивиль-река» (Ҫавал шывӗ, 1965);
  • «Запах хмеля» (Хӑмла шӑрши, 1978);
  • «Ветер клонит травы» (Курӑксене тайса ҫил вӗрет, 1983);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-01-25 19:35:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 17744 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем